Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 90-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫисенчен пӗри, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Леонид Сергеев 90 ҫул тултарнӑ.
Леонид Сергеев Муркаш районӗнчи Ҫурлатӑри ялӗнче 1929 ҫулта ҫуралнӑ. Пуҫламӑш шкулта, унтан ҫывӑхри Муркашри вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1945 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтне ҫул тытнӑ.
Шкулта та тӑрӑшнӑ, уркаш райӗҫтӑвкомӗн ҫут ӗҫ пайӗн ертӳҫи те пулнӑ. Ҫамрӑклах тӗпчев ӗҫӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Малтанласа муркашсен калаҫӑвне тӗпченӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри ҫумӗнчи аспирантурӑра ӑс пухнӑ. Каярах Азербайджан университетӗнче доктор диссертацине хӳтӗленӗ.
Леонид Сергеевӑн пысӑкран та пысӑк, сумлӑран та сумлӑ ӗҫӗсем нумай. Вӗсенчен пӗри тесе вӑл ҫирӗм ҫула яхӑн ҫырнӑ «Чӑваш чӗлхи диалекчӗсен системи /Диалектологи атласӗ/» тӗпчеве асӑнмалла.
Леонид Сергеев паян та Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче тӑрӑшать.
Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ, кире пуканӗ йӑтассипе ят-сум ҫӗнсе илнӗ Борис Глинкин тренер патӗнче ӑсталӑха туптакан Анастасия Александрова Кире спорчӗн тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ӑмӑрту Питӗр хулинче иртнӗ.
Анастасия хутшӑннӑ тупӑшӑва 10 ытла ҫӗршыври 150 ытла спортсмен пухӑннӑ. Чӑваш ҫӗрӗн хӗрӗ 63 килограмчченхи виҫере ӑмӑртнӑ. 24 килограмм таякан кире пуканне хӗр 181 хутчен ҫӗклеме пултарнӑ.
Анастасия Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче, экономика факультетӗнче, вӗренет. Вӑл — пулас экономист.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Анастасия Александрова Германире ҫу уйӑхӗн 30 — ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗсенче иртекен Европа чемпионатне кайма хатӗрленет.
Тӑвай район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Оксана Ястребова нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Оксана Геннадьевна Елчӗк районӗнчи Акчел ялӗнче 1970 ҫулта ҫуралнӑ. Оксана Ястребова Ростов хулинчи патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Етӗрне районӗнчи, Шупашкарти Калинин районӗнчи прокуратурӑсенче тӗпчевҫӗре, аслӑ тӗпчевҫӗре, Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗҫленӗ. 2012 ҫулта ӑна Тӑвай районӗн прокурорӗ пулма шаннӑ. 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче асӑннӑ муниципалитетра прокурор пулса ӗҫлес вӑхӑта тата тепӗр пилӗк ҫуллӑха тӑсса панӑ.
Ҫак йӗркесен авторне Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче чӑваш ҫынни Следстви, дознани тата оперативлӑ шырав ӗҫӗн тӗп управленийӗнче Шалти ӗҫсен министерствинчи следстви ӗҫне тӗрӗслесе тӑракан управлени прокурорӗнче тӑрӑшать.
Чӑваш Енри тӳре-шара ҫамрӑксемпе хоккейла вылянӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн пек ӑмӑрту йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӑр керменӗнче Чӑваш Енӗн Правительствин команди Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ушкӑнӗпе хоккей выляссипе юлташла ӑмӑртнӑ.
Пӑр ҫине республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тухнӑ. Чӑваш Патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ушкӑнне хавхалантарма аслӑ шкул ректорӗ Андрей Макушев ҫитнӗ.
Матч хӗрӳ иртнӗ. Хоккей вылякан тӳре-шарапа студентсене курма пынисем вӗсене алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Ӑмӑртура кам кама ҫӗнтернине палӑртман. Командӑсем пӗрне-пӗри саламланине, лайӑх вылянӑшӑн тав тунине ҫеҫ каланӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса килнӗ май Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе «Чӑвашкино» киностуди тата электрон документацисен архивӗ «Фильмы о войне» (чӑв. Вӑрҫӑ ҫинчен фильмсем) проект пуҫарать. Ӑна шкулсенче вӗренекенсем, ятарлӑ тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем валли пуҫарнӑ.
Ҫамрӑксене хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ кинолентӑсемпе паллаштарӗҫ.
Ытларикун, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Ҫеҫпӗл» кинозала 10 сехете Алексей Козловӑн «Спасти Ленинград» (2015, 12+) вӑрҫа драмине курма чӗнеҫҫӗ. Фильм хыҫҫӑн ӑна сӳтсе явма май пулӗ. Ку кинора 752-мӗш баржа пӗтнин историне тӗпе хунӑ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Константин Хабенский режиссёрӑн «Собибор» (2018, 12+) фильмне кӑтартӗҫ. Унта 1943 ҫулта Польша территорийӗнче уҫнӑ нацистсен лагерӗнчи ӗҫ-пуҫа кӑтартса панӑ. «Солдатик» (2018, 6+) тат «Решение о ликвидации» (2018, 12+) киносене те кӑтартма палӑртнӑ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксем Саха (Якут) Республикине стройкӑна тухса кайӗҫ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «Легион» стройотряд пайташӗсем ӗҫлӗҫ.
«Север» (чӑв. Ҫурҫӗр) пӗтӗм Раҫҫейри стройкӑна хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене иртнӗ уйӑхра Раҫҫейӗн ҫамрӑксен ӗҫпе тимлекен комитетра пухнӑ. Конкурс ирттерсе 88 отряда суйласа илнӗ. Ҫав йыша Чӑваш Енри «Легион» студентсен строительство отрячӗ лекнӗ.
Йыш 14 ҫамрӑкран тӑнине пӗлтереҫҫӗ. Студентсем И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Шупашкарти коопераци институтӗнче, Мускаври политехника университечӗн Шупашкарти филиалӗнче тата Шупашкарти коопераци техникумӗнче вӗренеҫҫӗ.
Ҫамрӑксем утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче Саха (Якут) Республикинчи «ГАС» тулли мар яваплӑ обществӑра тӑрӑшӗҫ.
Шупашкарта IT-специалистсен форумӗ кӑҫал та иртӗ. «Информационные технологии на службе общества, бизнеса и власти» (чӑв. Обществӑри, бизнесри тата влаҫри информаци технологийӗсем) ят панӑскере ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, форума Чӑваш Енри специалистсем кӑна мар, Мускаври хӑна та хутшӑнмалла. Сӑмахран, Мускаври политехника университечӗн информаци технологийӗсен факультечӗ деканӗн ҫумӗ Марина Даньшина тухса калаҫӗ.
Мероприяти Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланӗ.
Форум вӑхӑтӗнче искусствӑлла ӑс-тӑна аталантарасси, хальхи вӑхӑтри медиатехнологисем пирки калаҫӗҫ.
Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче тӑрӑшакан Андрей Александров малашне те ҫав должноҫре пулӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра вырнаҫтарнӑ пост тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Михаил Васильевич ҫырнӑ тӑрӑх, Андрей Александровӑн полномочине тӑсма Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх тата аслӑ пӗлӳ министрӗ Михаил Котюков приказӗпе ҫирӗплетнӗ.
«Университет малашне те ҫирӗппӗн аталанса пырасса, пысӑк квалификациллӗ, ӗҫ рынокӗнче кирлӗ специалистсене туптакан никӗс пулса юласса шанатӑп», — тенӗ Михаил Васильевич.
Чӑваш Ен Элтеперӗ студентсене те (ЧПУра вӗсен йышӗ 18 пинпе танлашнине палӑртнӑ), профессорсемпе преподавательсене, ӗҫ коллективне те Андрей Александрова ректорта хӑварнӑ ятпа саламланӑ.
Тӗмен хулинчи чӑвашсем паян унти хастар чӑваша Виталий Парфенова тӑван тӑрӑхне, Тутарстана, юлашки ҫула ӑсатнӑ. Кун пирки Тӗменти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова пӗлтернӗ.
Вырсарни кун Чӑваш культура центрӗнче ӑна асӑнса кӑнтӑрлахи апат йӗркелӗҫ.
Тӗмен енчи чӑвашсен пӗрлехне йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ Виталий Парфенов пурнӑҫран пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уйрӑлнӑ. «Тӑван» ассоциацин хастар пайташӗ пулнӑскер 1954 ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Киремет ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче физик специальноҫне алла илнӗ. Техника ӑслӑлӑхсен кандидачӗ Тӗменти патшалӑхӑн нефтьпе газ университетӗнче промышленность экологийӗн кафедрин доцентӗнче ӗҫленӗ.
«Хӗвел» компанин ушкӑнӗн специалисчӗсене Раҫҫейӗн Правительствин премийӗпе чысланӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленность тата суту-илӳ министерстви пӗлтернӗ.
Специалистсене Раҫҫей Правительствине чӗнсех чысланӑ. Вӗсене 2018 ҫулта ӑслӑлӑхпа техника енӗпе тунӑ ҫитӗнӳшӗн хавхалантарнӑ. Маларах асӑннӑ министерство ӑнлантарнӑ тӑрӑх, премие тивӗҫнисем пысӑк тухӑҫлӑ кремнирен тӑракан фотоҫутӑ модулӗсемпе Раҫҫейӗн регионӗсенче хӗвел электростанцийӗсем тума технологи шухӑшласа кӑларнӑ. Шухӑшласа кӑларнӑ кӑна та мар. Ӑна хута янӑ.
Премие тивӗҫнӗ йышра — «Хӗвел» компанин специалисчӗсемпе пӗрлех А.Ф. Иоффе ячӗллӗ физикӑпа техника институчӗн тата Пысӑк температурӑллӑ пӗрлештернӗ институт ӗҫченӗсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |